Глава Чувашской
РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.10.09 Михаил ИГНАТЬЕВ: "Тĕп вырăнта — хам умра тата Чăваш Ен халăхĕ умĕнче тÿрĕ кăмăллă пулни" (газета "Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://glava.cap.ru/

Паллă журналистпа, режиссерпа тата телеертÿçĕпе Сергей Ломакинпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хут курнăçнă ĕнтĕ. Анчах ку хутĕнче тĕлпулу «Приложение силы» программăн эксперчĕсемпе пĕрле студири хăнăхнă лару-тăрура мар, уйрăммăн иртнĕ — вĕсем Правительство çурчĕн Каминлă залĕнче тет-а-тет курнăçнă. Чăваш Енĕн Наци телекуравĕ çырса илнĕ интервью пуçламăшĕнче Сергей Ломакин Михаил Игнатьевпа пĕрле республика тăрăх çул çÿревсенче пулнă май кашнинчех хăйĕн валли мĕн те пулин çĕннине пĕлсе таврăннине йышăннă. Анчах Михаил Игнатьева хăйне кăна пырса тивекен ыйтусем те пур, «Приложение силы» кăларăма хатĕрленĕ чух вĕсем валли ялан вăхăт çитмест. Халь вара çав ыйтусене пама, вĕсен хуравĕсене пĕлме май пур.

Çемье тата ĕç çинчен

— Кирек хăш регион лидерĕ — ал тупанĕ çинчи пек, çавна май унăн пурнăçĕн саманчĕсене çийĕнчех пурте пĕлеççĕ. Ку — ансат мар тĕрĕслев. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ мĕнле йышăнать? — интересленнĕ журналист.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, çакнашкал тимлĕхе вăл хăнăхма ĕлкĕрнĕ. Регион ертÿçи чи малтанах — политик, халăх умĕнчи çынсене яланах сÿтсе яваççĕ, хаклаççĕ. Çав хаклавсем вара яланах ырă сунни кăна мар, кăрараххи те пулать. Тĕрлĕ лару-тăру пулма пултарать, тÿрĕ кăмăллă мар çынсем тепĕр чух республикăра пурăнакансен туйăмĕсемпе «выляма» та именмеççĕ.
«Паллах, эпир вĕçĕмсĕр тĕрлĕ чару картинче пурăнатпăр. Анчах хамăр пĕр командăра пулнине ăнланнине кура çураçса тата пĕр чĕлхе тупса пурăнма, ĕçлеме çăмăл. Çавна май эпĕ хама тĕрев панăшăн мăшăрпа ачасене кăна мар, хамăн туссене те тав тăватăп, вĕсем яланах юнашар. Пушшех — атте- аннене, шăпах вĕсем мана Чăваш Ен халăхĕшĕн кăтартуллă мĕн пур пахалăха парнеленĕ», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
— Ачăрсем «атте, эсĕ республика ертÿçи пулман тăк пире пурăнма чылай ансатрах пулатчĕ» тесе нихăçан та каламан-и?
Михаил Игнатьев тунман: унашкал калаçу пулкаланă. Анчах çывăх çыннисем унăн ĕçне ăнланаççĕ. Ачасене воспитани парас ыйтусем тĕпрен илсен яланах мăшăрĕ çинче пулнă. Çемье пуçĕ ял хуçалăх предприятине ертсе пынă вăхăтра та, кайран та — Шупашкара куçсан. Ачасем валли вăхăт яланах сахал юлнă. «Анчах ашшĕ пулнă май эпĕ вĕсене садикрен илсе килмешкĕн, ашшĕ-амăшĕн пухăвне каймашкăн яланах вăхăт тупма тăрăшнă. Ывăлпа тата хĕрпе пирĕн хутшăнусем яланах ырă пулнă, тата нумай-нумай çул çапла пуласса шанатăп».
— Михаил Васильевич, хăвăр пысăк пост йышăннă хыççăн тăванăрсенчен хăшĕ те пулин лайăх должноçа вырнаçмашкăн, вуза вĕренме кĕмешкĕн пулăшма ыйтни пулнă-и?
— Хам Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăнсан çывăх тăвансене, пĕр тăвансене пухрăм, çаплах каларăм: халь ман пата нимĕнле ыйтупа та ан килĕр. Çемье йăлисем пур: тăвансем пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтăва татса пама пултаратпăр, пĕр- пĕрне пулăшатпăр. Вĕсем ăнланчĕç, кÿренмерĕç — пирĕн çемьере кашни хăй тăрăшса ĕçленипе ăнăçу тăвасси йăлана кĕнĕ.

Тÿрре тухманни çинчен

— Хăш-пĕр чухне кашни çыннăн çакнашкал шухăш çуралать: хăй вăхăтĕнче урăх çулпа кайнă пулсан пысăкрах ăнăçу тăваймастăмччĕ-ши? Тен, ун чухне манăн укçа, пушă вăхăт ытларах юлатчĕ, çав вăхăта çемье валли уйăрма пулатчĕ… Чăваш Ен Пуçлăхĕ бизнесри карьерăна мар, патшалăх службине суйласа илнĕшĕн нихăçан та ÿкĕнмен-и? Е — пĕр-пĕр урăх йышăну тĕлĕшпе…
— Унашкал шухăшсем, паллах, пулман мар. Кам та пулин манран «урăх енĕпе пултарнă пулăттăн-и?» тесе ыйтсан хуравлăттăм: пултараттăм. Ансат мар вăхăтра, 90-мĕш çулсенче, эпĕ вунă çул ытла ял хуçалăх предприятине ертсе пынă, шăпах çавăн чухне яваплăха хам çине илме вĕреннĕ. Çав вăхăт лайăх шкул пулчĕ.
Эпĕ патшалăх служащийĕ пулассишĕн нихăçан та çунман, чунра унашкал туйăм пулман. Лару-тăру çапларах килсе тухрĕ. 1996 çулхи раштавра эпĕ отпускраччĕ, мана администраци сотрудникĕсем шыраса тупрĕç, Министрсен Кабинечĕн должноçри çыннисем патне калаçăва чĕнчĕç. Сăмах Чăваш Республикин ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕн заместителĕн должноçĕ пирки пычĕ. Виçĕ талăкран эпĕ çак должноçа йышăнма килĕшни çинчен пĕлтертĕм.
Çав самантран манăн шăпа тĕпрен улшăнчĕ. Карьерăн тепĕр тапхăрĕ — тăван Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. Суйлавçăсем пĕтĕм халăхăн тÿрĕ сасăлавĕ урлă мана çак поста шанса пачĕç. Вăт çапла ерипен, утăм хыççăн утăм туса хамăн паянхи должноç патне çитрĕм. Кирек ăçта ĕçлесен те маншăн тĕп вырăнта çынсемшĕн тăрăшасси пулнă. Çул пуçламăшĕнче — хамăн ĕç коллективĕшĕн тăрăшасси, паян вара — тăван республикăра пурăнакан мĕн пур çыншăн. Енчен те çын сана шанать тĕк — çакă кирек хăш çыншăн та питĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Санăн çав яваплăха тÿрре кăлармалла, хăвăн кашни йышăнăвушăн явап тытмалла.
Иккĕленÿ, ÿкĕнÿ пирки калас тăк, вĕсем, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, вăхăтлăх çар служби хыççăн пулнă. Çарччен Шупашкарти энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер направленипе Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» ĕçлеме тытăннă. Михаил Васильевич салтакран таврăнсан çавăнтах ĕçлеме вырнаçса кĕçех хваттер илме пултарнă. Анчах ялта амăшĕ пĕчченех пурăннă, ăна килти хуçалăха тытса пыма пулăшмалла. Çамрăк çын амăшĕн сăмахĕнчен иртеймен. Пĕр енчен, меллĕ саманта вĕçертнĕшĕн ÿкĕннĕ, тепĕр енчен — вăл телейлĕ: çав утăма туса, тен, амăшĕн пурнăçне тăснă пуль.

Парти тата улшăнми позици çинчен

— Регионсен ертÿçисем пурте тенĕ пекех — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем. Çĕршыв Президенчĕ вара — парти членĕ мар. Вăл çак должноçа хăй тĕллĕн кандидата тăрса суйланнă. Юлашки суйлавра хăш-пĕр кĕпĕрнаттăр та хăйсем тĕллĕн кандидата тăрса суйланчĕ. Парти ретĕнче пулни паян Чăваш Ен Пуçлăхне хăш енĕпе те пулин ĕçлеме чăрмантармасть-и? Республика ертÿçин тата «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» çак регионти рейтингĕсен хушшинче çыхăну пур-и?
— Эпĕ ял хуçалăх министрĕнче ĕçленĕ чухнех Раççей Федерацийĕн Аграри партийĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи пулнă. Анчах федераци шайĕнче пархатарлă вăйсене пĕтĕçтерме йышăнсан Аграри партийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» йышне кĕчĕ. Эпир хăй тĕллĕнех çак парти членĕсем пулса тăтăмăр. Паян «Пĕрлĕхлĕ Раççей», манăн шухăшпа, чи пархатарлă вăй, вăл пĕрлĕхе тĕпе хурать, вăл — чăн ĕçсен партийĕ.
Парти тата регион ертÿçин рейтингĕсене илес тĕк, вĕсен хушшинче, паллах, çыхăну пур, — тет Михаил Игнатьев. Парти, пуçлăх ячĕ-сумĕ регионти обществăпа политика лару- тăрăвĕ мĕнлерех йĕркеленнинчен килет, экономика, социаллă пурнăçпа культура аталанăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çапла, «шавлă» уйрăм тĕслĕхсем те пысăк витĕм кÿреççĕ, рейтинга палăрмаллах чакарма пултараççĕ. Çавăнпа унашкаллинчен сыхланмалла, суйлавçăсемпе, халăхпа ĕçлеме, хăв тĕрĕссине çынсене ĕнентерме пĕлмелле. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Никама та суйманни çинчен

— Тĕллев лартнă хыççăн ăна тÿрре кăлариччен вăхăт иртет, чылай чухне çакă самай вăраха каять. Кăштах кĕтмеллине, тÿсĕмлĕх кирлине çынсене мĕнле ĕнентермелле?
— Кунта чи кирли — хăвăн умăнта тата Чăваш Енре пурăнакансен умĕнче тÿрĕ кăмăллă пулни. Ку — пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ — эпĕ нихăçан та çынсене суйман, улталама хăтланман. Паллах, политикăн уйрăм тĕслĕхсенче «вăйă выляма» та пĕлмелле теççĕ. Анчах эпĕ «выляма» пĕлместĕп, çакă, тен, манăн çитменлĕх пуль.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, ертÿçĕн тÿрĕ кăмăллăхĕ, ĕçлес пултарулăхĕ çынсен шанăçне çирĕплетеççĕ. Республикăра чылай çул ĕнтĕ обществăпа политика тăнăçлăхĕ хуçаланать. Чăнах та, халăх тупăшĕ пысăк мар, анчах вăл та ÿссех пырать. Чухăн çынсен йышĕ чакса пырать. Раççей Президенчĕ, пĕлетпĕр, ултă çулта чухăнсен шутне икĕ хут чакарма тĕллев лартнă. Экономика япăх мар аталанать, республика влаçĕсем Чăваш Енре пурăнакансен тупăшне ÿстерес тĕллевпе пĕтĕмпех тăвĕç.

Плансем тата ĕç кăтартăвĕсем çинчен

— Раççей Президенчĕ суйлава пĕтĕмпех ăнланса хутшăнчĕ. Вăл хăй пуçарнă реформăсене тăсмаллине ăнланать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй вăхăтĕнче, 2015 çулта, палăртнă тĕллевсем пурнăçланнă-и? Е хăшĕсене малалла тăсмалла-и?
Михаил Игнатьев çĕнĕ суйлав пирки шухăшламашкăн иртерех тет — Чăваш Ен Пуçлăхĕн полномочийĕсем вĕçлениччен тата икĕ çул-ха. Пĕтĕмĕшле илсен, кирек хăш кандидатăн та çынсем хăйне шаннине, тĕрев панине туйсан кăна суйлава хутшăнмалла.
Шел те, Чăваш Енре хальлĕхе пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене планпа палăртнă чухлĕ йĕркелеме пултарайман-ха. Анчах кунта республика влаçĕсенчен килекенни сахал çав — предпринимательсен пĕрлĕхĕ кредитсен тыткăнне лекни, ытти сăлтав чăрмантарнă.
Юлашки вăхăтри çитĕнÿсен шутĕнче вăл, калăпăр, ял хуçалăхĕн ăнăçăвĕсене асăнать. Паян çак отрасль — тупăшлă производство, унăн усси пысăк. Вĕрентÿ отраслĕнче — ача сачĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен строительстви. Виçĕ çул каялла кăна-ха эпир çĕнĕ шкулсем тума пуçласса шанман. Çийĕнчен — шкулсене тĕпрен юсама питĕ пысăк укçа уйăрни. Республикăра медицина пулăшăвĕ çынсем пурăнакан вырăнтах, юнашар, пултăр тесе нумай ĕç тунă. Çав вăхăтрах демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе тумалли ĕç нумай-ха. Паллах, ача сачĕсенчи вырăнсен шутне ÿстернипе, вĕсенче ясли ушкăнĕсем уçнипе çыхăннă ĕçе, автомобиль çулĕсен строительствипе реконструкцине, экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене татса панине тата ытти нумай ĕçе те ăнăçусен шутне кĕртмелле.

Григорий ПЕТРОВ, Мария НЕНАШЕВА, Ольга НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

www.hypar.ru

Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Президентский бульвар, д. 10
Телефон: (8352) 62-46-87
Факс: (8352) 62-17-99, тел. для проверки факса: (8352) 39-32-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика